ЧУГУН ÇУЛ ВОКЗАЛĔ (Çĕмĕрле районĕ)
Overview
Reviews 0

Çĕмĕрле – Чăваш Республикинчи аталанса ӳссе пыракан çамрăк хула. 1916 çулта Мускав-Хусан чугунçула хывнă чух Çĕмĕрле чугун çул станцине уçнă. Ăна юнашарах вырнаçнă Çĕмĕрле ялĕн ячĕпех панă. 1924 çулччен Çĕмĕрле чугун çул станцийĕ çывăхĕнчи посёлок Чулхула кĕпĕрнине кĕнĕ, 1930 çулта ăна рабочисен поселокĕ шутне кĕртнĕ, 1937 çулта вăл хула пулса тăнă. Паллă вырăнсем шутне пăравуспа шыв уçласа кăларакан башня кĕреççĕ. Башня Çĕмĕрле хулипе пĕр çулта. Вăл çур ĕмĕре яхăн пăравуссене шывпа тивĕçтернĕ.
Станцие тунă чухне вырăнти халăх çеç мар, тыткăна лекнĕ Австрипе Венгри çыннисем те ĕçленĕ. Вокзал çуртне тунă чухне Алексей Щусев проектне тĕпе хунă. Малтанах станци шутне вокзалпа станци çумĕнчи темиçе хуралтă кĕнĕ. Каярахпа чугун çул станцийĕ çумне пристань те хушăннă.

Reviews

0.0

0 comments

Provided by

Чувашская республиканская детско-юношеская библиотекека

Чувашская республиканская детско-юношеская библиотекека